Ытларах усă курнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.04.2025, 11:30 Просмотров: 23

«Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ йĕркипе «Мой бизнес» центр пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине малалла тăсать. Çав шутра предпринимательсем çăмăллăхлă микрозаймсене те ытларах илме тытăннă.

Пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе, ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,2 процент ÿснĕ: тивĕçтернĕ микрозаймсен калăпăшĕ 373 млн тенкĕрен иртнĕ. Пĕтĕмпе 121 договор çырнă. Çакă предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕн программине шаннине, унта анлă хутшăннине кăтартать.

Каламалла, «Мой бизнес» центрта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем займ укçи-тенкине 5 млн тенкĕ таран, самозанятăйсем 500 пин тенкĕ таран тивĕçме пултараççĕ. Нацпроекта пула процент ставки рынок шайĕнчинчен самай пĕчĕк.

Уйрăммăн илсен, пулăшăва пуринчен ытла «Приоритет», «Хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕ», «Çамрăксен предпринимательлĕхĕ», «Хăвăрт старт» программăсемпе явăçтарнă.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика