Вăрнара Çĕнтерÿ поезчĕ килет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.04.2025, 11:30 Просмотров: 480

Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа Чулхула чукун çулĕсем пуçарнипе Чăваш ене те Çĕнтерÿ поезчĕ килсе чарăнĕ. Унпа Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш, Шупашкар хулисенче паллашма май пулĕ.

Çĕнтерÿ поезчĕ апрелĕн 26-мĕшĕнче 14 сехет те 55 минутра Вăрнар станцийĕнче те чарăнать. Çур сехет тăнă вăхăтра вăрçă вăхăтĕнчи техника куравĕпе паллашма май пулĕ, уйри кухня, фото ÿкерĕнмелли зона ĕçлĕ. Унта кашниех çитсе курма пултарать.

Пуйăс Чулхуларан апрелĕн 23-мĕшĕнче тапранать. Маршрутра пĕтĕмпе - 45 станци.

Çĕнтерÿ поезчĕ унччен Вăрнарта 2010 çулта чарăннăччĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика