Саккунпа килĕшÿллĕн, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕшĕн тивĕçлĕ тÿлев илме право пур. Шалăва вĕсене вăхăтра тата туллин тÿлемелле.
Прокуратура органĕсем çакна та çирĕп асăрхаса тăраççĕ. Вĕсем хута кĕнипех ĕнтĕ хамăр округра та предприяти ĕçченĕсене ĕç укçи енĕпе пĕтĕмĕшле 1,3 млн тенкĕ енне парăма парса татнă.
- Прокуратура ирттернĕ тĕрĕслевпе палăртнă тăрăх, «Март» тулли мар яваплă обществăра 2023 çулхи августран 2024 çулхи декабрьчченхи тапхăрта 16 работника шалăва туллин парса пыман. Çакна кура парăм виçи 1,5 млн тенкĕрен те иртсе кайнă. Прокуратура ку çитменлĕхе пĕтерме хушса организаци ячĕпе представлени янă. Ертÿçĕ тĕлĕшпе вара прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх Раççей Уголовлă кодексĕн 145.1-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлесе вĕсем тивĕçеймен шалăва шыраса илме те суда заявленисемпе тухнă. Ку мерăсем витĕмлĕ пулнă: организаци 1,3 млн тенкĕ енне парăма татнă. Укçа-тенкĕн ытти пайне тÿлени те прокуратура тĕрĕслевĕнчех, - пĕлтерет Чăваш ен Прокуратурин пресс-служби.
Апрель 2025 |