Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитиччен икĕ çул маларах Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ граждансене харпăр хăй пайăр счечĕ ?индивидуальный лицевой счет% çинчи сведенисемпе паллашма уведомлени ярса парать. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш енри 2 пин çын пенсине тухма кирлĕ документсене маларах тăратнă.
Ĕç кĕнекинче çырнине харпăр хăй счетĕнчи даннăйсемпе танлаштарни вăхăтра мĕнпур кирлĕ документа пуçтарса хатĕрлеме май парать. Социаллă фонд ĕçченĕсем те ку енпе пуренлĕ пулăшу кÿреççĕ, пайăр счет çинчи сведенисене тĕрĕслесе тÿрлетеççĕ, пенсине тивĕçме кирлĕ документсене пухма пулăшаççĕ. Çавăнпа та кая хăвармасăр, чи сахалли - пенсине тухиччен çулталăк маларах, Социаллă фондăн клиент службине çитмелле. Паспортпа пĕрле ĕç стажĕ, вĕренни, ача çурални пирки калакан тата пенси правине витĕм кÿрекен ытти документсене те илмелле.
2026 çулта ватлăхпа паракан страхлав пенсине 64 çул тултарнă арçынсемпе 59-ти хĕрарăмсем тивĕçме пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех страхлав стажĕ 15 çултан кая мар тата уйрăм пенси коэффициенчĕ 30-тан сахал мар пулмаллине те шута илеççĕ.
Апрель 2025 |