Вĕри куççулĕ урăх нихçан та юхас çук...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.04.2025, 11:42 Просмотров: 15

Вăрçă хирĕнче вилĕм çумрах алхасать, никама та тиркемест, хĕрхенмест: арçын-и е хĕрарăм. Çак сăмахсене Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1941-1945 çулсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă Мария Егоровна Воробьева ял çыннисем хушшинче час-часах каланă. Хĕрлĕ Çар ретĕнче вăл ашшĕ ятĕнчен çырăннă Егорова хушаматпа шутланса тăнă.

Мария Егоровна вăрçăччен Вăрнарти фосфорит заводне хăпартнă çĕрте бетон ĕçĕпе тимлекен бригадăра вăй хунă. Шăпа ăна Мускав хулине илсе çитернĕ. Вăрçă пуçлансанах унăн телефон тата медицина работникĕсене хатĕрлекен шкулта вĕренме тивнĕ. Фашистсем Мускав хули патне çывхарса çитсен М.Воробьевăна чукун çул тăрăх çÿрекен медицина çар эшелонĕ çумне çирĕплетнĕ. Пин-пин аманнă совет салтакне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çар госпиталĕсене çитерсе вырнаçтарнă. Эвакуаци йĕркипе вăрçă пыракан районсенчен халăха урăх çĕре куçарнă.

1943 çул пуçламăшĕнче М.Воробьева тăракан медицина бригадине Калинин фронтне куçарнă. Унта вăл пĕр вăхăт телефонист ĕçне пурнăçланă.

Тĕплĕнрех хаçатра

Федор КУЗЬМИН

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика