Никон Федорова - хисеплĕ ят

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.04.2025, 11:43 Просмотров: 18

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе тата Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ çитнĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене хăйсем пурăнакан вырăнти муниципаллă пĕрлĕхĕн Хисеплĕ гражданинĕн ятне пама йышăннă.

Округри депутатсен Пухăвĕ çĕршыва хÿтĕлесе хăюлăх, чăтăмлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн Çĕньял Нурăсра пурăнакан вăрçă участникне Никон Федорович Федорова «Вăрнар муниципаллă округĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Никон Федоровича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 17-ре чухне, 1944 çулта, илнĕ. Дунай флотилийĕн матросĕ Болгарие, Румыние, Австрие фашистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Братислава хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура йывăр аманнă. Вăрçă вĕçленсен службăна флотра малалла тăснă, тăван тăрăха 1951 çулта çеç таврăннă.

Никон Федорович Туçи Мăратра çуралса ÿснĕ. Мирлĕ пурнăçра тăван колхозра бригадирта, агрономра, хурт-хăмăр ăстинче тимленĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика