«Общество тĕрĕслевĕ строительство, юсав ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме тата вĕсене хăвăртлатма пулăшать», - палăртать регион ертÿçи Олег Николаев.
Вăл Аслă экономика канашĕнче «Республика Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче» проект пуçарма сĕннĕ.
Унпа килĕшÿллĕн общество хастарĕсем çĕкленекен е юсанакан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, хăтлăх кĕртекен вырăнсене тĕрĕслĕç.
Олег Алексеевич çынсем хатĕр объектсем кĕтнине, вĕсен шанăçне тÿрре кăлармаллине каланă. Подрядчиксен енчен кăлтăксем пулсан вăхăтра сирмеллине палăртнă.
Апрель 2025 |