Çĕнтерÿ çывхартăр хăвăртрах...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.04.2025, 08:50 Просмотров: 33

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем хыçалах юлса пыраççĕ. Анчах та çав вăхăт халăх асĕнчен нихăçан та тухмасть. Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Культура учрежденийĕсенче патриотлăхпа тулнă мероприятисене тăтăшах йĕркелеме тăрăшаççĕ.

Акă, Çĕрпелти культура çуртĕнче «Манма юрамасть» астăвăм сехечĕ ирттернĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ нацистсенчен шар курнине халалланă. Ирсĕрсен пусмăрĕ пирки çулсем иртсен те манаймастăн. Фашистсем мирлĕ пурнăçпа пурăнакан чылай çынна тĕп тунă. Тĕрлĕ наци çыннисем паттăрла утăмсем туса хаяр тăшманпа вирлĕн çапăçса ăна парăнтарма пултарнă. Татьяна Романова заведующи тăнăç пурнăç, патриотизм пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă.

Хальхи саманара пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче чăн-чăн хăюлăх кăтартаççĕ, çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Неонацизма хирĕç тăнă паттăрсем ырă ят-сумра. Мероприятие СВО участникне Дмитрий Владимирович Тихонова та чĕннĕ. Халĕ вăл тăван ялĕнче отпускра. Дмитрий Владимирович çар операцийĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, ентешсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Гуманитари пулăшăвĕшĕн тав тунă. Дмитрий Тихонов хăюлăхĕ мăнаçлантарать, унăн пархатарлă ăнтăлăвĕ, чăтăмлăхĕ - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.

Дмитрий Тихонова тĕлпулăва килнĕшĕн тав тунă. Яланах сывлăхпа çÿресе Çĕнтерÿпе таврăнма суннă. Хальхи вăхăтра чылайăшĕн тăванĕ-пĕлĕшĕсем е теприсен çывăх юлташĕсем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ, çутă та мирлĕ кун çиттĕр тесе хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ. Инкек-синкек вĕсенчен аякран пăрăнса ирттĕр, каялла чĕрĕ-сывă таврăнмалла пултăр.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика