Ырă тĕслĕхпе хĕмленсе ÿсеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2025, 08:51 Просмотров: 33

Аслă Мăнкун уявĕ умĕн Калинино шкулĕн выпускникĕ Валерий Андреевич Федоров хăй ячĕпе çÿрекен 11-мĕш кадет класне саламланă.

Кадетсем мухтавлă ентешĕн ятне 5-мĕш класранпа çÿлте тытса пыраççĕ. 2021 çулта вĕсем Светлана Данилова командир ертсе пынипе Мускавра иртнĕ «Марш Победителям» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕччĕ.

Мăнкун кунĕсенче кадетсен класĕ Калининăри чиркÿре пулнă. Сергий атте кĕлĕ вуланă, çамрăксене сĕнÿ панă. Ачасем кăçал шкултан вĕренсе тухаççĕ, çавăнпа та пачăшкă вĕсене аслă çул çинче яланах çăмăл пулманнине аса илтернĕ. «Турă пиллĕхĕпе çÿрĕр, хăвăрăн наставнике, ун ырă ĕçĕсене ан манăр, ĕненÿпе, шанчăкпа, чĕрери юратупа тĕллевлĕ малалла утăр»,- тенĕ вăл.

Кадетсем Сергий аттене сергей Радонежский орденне тивĕçнĕ ятпа саламланă, ĕçре ăнăçу суннă.

Çавăн пекех хĕрсемпе каччăсем адмирала, Валерий Андреевич Федорова, та хăйсен пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнăшăн тав тунă, хăйсемшĕн вăл çынлăх, чăтăмлăх, ĕçченлĕх тĕслĕхĕ пулнине палăртнă.

Адмирала çавăн пекех Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Леонид Николаев, кадетсен ертÿçи Лев Ефимов, истори учителĕ Виктор Романов та саламланă.

Кадетсене вара - ырă çул!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика