Ырă кун пултăр, хисеплĕ редакци! Район хаçатне нумай çул çырăнса илетпĕр, чăтăмсăррăн çĕнĕ номер килессе кĕтетпĕр, интересленсе вулатпăр. Тĕрĕссипе, ачаранпах хаçатпа çывăх, мĕншĕн тесен аттепе анне яланах ăна çырăннă, çемьере пĕр-пĕр статьяна е калава тишкерсе тухнă, мĕн пĕчĕкрен хаçат-журналпа кăсăкланнă, тĕрлĕ кĕнеке вулама юратнă.
Нумаях пулмасть черетлĕ номере ?/22, 25.03.2025% илтĕмĕр. Хаçата тишкернĕçемĕн 1941-1945 ç.ç. тылра тăрăшса ĕçлесе медаль илме тивĕçлисен списокĕнче ?Тулти Пăртасри «Рапорт» колхозĕ тăрăх% пирĕн асаннен хушаматне те асăрхарăмăр. Вăл - Татьяна Константиновна Пылина колхозница. Асаннене эпир, мăнукĕсем, питĕ лайăх астăватпăр, мĕншĕн тесен пĕрле пĕр килте пурăннă. Вăл пире питĕ юрататчĕ, пурнăçра пулса иртни çинчен каласа панине сывламасăр итлесе лараттăмăр. Колхоз ĕçне хутшăнни, вăрçă вăхăтĕнче Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма çÿрени, вăрçă хыççăнхи çулсенче çимелли-тăхăнмалли çитменни тата ытти те.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ПАВЛОВА (ПЫЛИНА)
Вăрнар
Апрель 2025 |