Мĕнле усă кураççĕ-ха муниципалитетсенче вырăнти бюджет укçи-тенкипе/ Республикăн Финанс министерстви çакăн пек хăйнеевĕрлĕ тишкерÿ ирттернĕ.
Хаклав пилĕк енпе пулнă: бюджета планлани, ăна пурнăçлани, муниципаллă парăм управленийĕ, муниципаллă пурлăхпа тухăçлă усă курни тата тивĕçтерÿсем кÿни, бюджет процесĕн уççăнлăхĕ. Пĕтĕмпе 55 кăтартăва шута илнĕ: харпăр хăй укçи-тенки пухăннин калăпăшĕнчен пуçласа округ сайтĕнче кăтартнă сведенисем таранах.
Палăртма кăмăллă: вырăнти бюджета чи яваплă тытса пыракансен шутĕнче Вăрнар округĕ те. Министерство тишкерĕвĕ тăрăх, чи лайăх кăтартусем пирĕн тăрăхпа пĕрлех Канаш, Красноармейски, Шупашкар, Етĕрне тата Елчĕк округĕсен. Вăрнарсен ĕçне тепĕр енĕпе те палăртнă: 2023 çулпа танлаштарсан пĕлтĕр бюджет процесне йĕркелессин пахалăхне чылай ÿстерме пултарнă.
Мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ-ха муниципаллă финанссемпе пахалăхлă усă курни/ «Çакă вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем бюджета тултарас ыйтупа мĕнле тăрăшнине, харпăр хăй территорисене аталантарма хушма укçа-тенкĕ явăçтарассипе тата кашни тенке ĕçе тухăçлă кĕртессипе яваплăха туйнине кăтартать. Укçа-тенке пухма пĕлни тата тĕрĕс тăкаклани вара урамсемпе çулсене хăтлăлатма, социаллă учрежденисене çĕклеме тата юсама, коммуналлă хуçалăха çĕнетме тата ыттине пурнăçлама ытларах майсем парать», - палăртнă Чăваш ен финанс министрĕ Михаил Ноздряков.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |