Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнери пресс-конференцире Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ăнăçлă аталанакан, республикăри тĕп экспортерсенчен пĕри пулнине каларĕ. Продукци Беларуçе, Казахстана, Молдовăна, Армение, Грузие, Азербайджана, Узбекистана, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсене, Монголие, Латинла Америкăпа Африкăна ăсанать.
«Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕ ÿсентăрансене хÿтĕлекен препаратсене тиесе ярассине 28 процент ÿстернĕ. Кашни кун заводран сахалтан та 27 фура тĕрлĕ регионсенчи аграрлă предприятисене çул тытать. Ял хуçалăх çулталăкĕ пуçланнă май çĕр ĕçченĕсем çумкурăкпа, хурт-кăпшанкăпа тата тĕрлĕ чирсемпе кĕрешекен препаратсене туянаççĕ.
Январь-март уйăхĕсенче дача участокĕсенче тата килти хушма хуçалăхра усă курма пĕчĕк фасовкăпа кăларакан препаратсене сутасси те 36 процент ÿснĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă çĕре продукцин пысăк калăпăшне кăларса хатĕрлет. Март пуçламăшĕ тĕлне складсене запаспа 97 процент таран тултарнă. Халĕ тавар сутăннă май вĕсем пушанса пыраççĕ.
Производство цехĕсем вара тулли хăватпа ĕçлеççĕ - ÿсентăрансене хÿтĕлекен препаратсене кăларасси эрнере çичĕ кунĕпех пурнăçланать.
Людмила ИВАНОВА
Апрель 2025 |