Олег Николаев: Аслă пĕлÿ илме майсем пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.04.2025, 08:53 Просмотров: 28

Чăваш енри Хĕрарăмсен Канашĕ йĕркеленипе Чăваш патшалăх университетĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе, амăшĕсемпе, аппăшĕ-йăмăкĕсемпе интереслĕ тĕлпулу иртнĕ.

Чи малтанах вĕсем университетри Çар вĕрентÿ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата университетăн çĕнĕ кампусĕпе паллашнă, тĕрлĕ факультетсен лабораторийĕсене çитсе курнă. Ун хыççăн республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Алла Салаевапа, Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе Наталия Николаевапа, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа тата Министрсен Кабинечĕн представителĕсемпе уçă калаçу иртнĕ.

Тĕп темăсенчен пĕри - аслă пĕлÿ илесси тата ВУЗ сĕнекен тивĕçтерÿсем. Олег Николаев палăртнă тăрăх, паян республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшу тĕсĕсем 40 ытла. Вĕсенчен пĕри - ВУЗ-сене уйрăм квота йĕркипе вĕренме кĕресси те. Пĕлтĕр вĕренÿ заведенийĕсенче СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисем валли 360 вырăн уйăрнă, кăçал - 320. Мероприяти вăхăтĕнче юридици пулăшăвне илесси, контракт çырнă чухне тÿлекен укçа-тенкĕ пирки тата киле таврăнакан боецсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене те пăхса тухнă. Вăрнар округĕнчен ку мероприятие Виктория Самаровапа Эльвира Сорокина хутшăннă.

«Женщины Героев» клуб йĕркелекен тĕлпулусем республикăра ырă йăлана кĕнĕ. Вĕсем çар тивĕçне пурнăçлакансен çывăх çыннисене хавхалантарма, йывăр вăхăта пĕрле чăтса ирттерме пулăшаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика