Техĕмлĕ те, сиплĕ те

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2025, 08:54 Просмотров: 29

Çуркунне шăтакан чи пĕрремĕш усăллă ÿсентăрансенчен пĕри - вĕлтĕрен. Çамрăк вĕлтĕренрен ĕлĕкех техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ. Вăл тĕрлĕ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян.

Çамрăк вĕлтĕренре каротинсемпе каратиноидсен шайĕ кишĕртен те нумайрах. Вĕсем куç çивĕчлĕхне, пуç мимин ĕçне тата астăвăма лайăхлатма пулăшаççĕ. Çавăн пекех иммунитета çирĕплетекен С витамин тата пĕтĕм органа тĕрĕс ĕçлеме пулăшакан марганец, тимĕр, калипе кальци минералсем тата нерв системине йĕркелекен, эритроцитсемпе антителасем кăларма пулăшакан В ушкăнри витаминсем нумай. Вĕсем ÿсентăран çулçинче вырнаçнă, çавăнпа та апата валли вĕсене çеç усă курмалла. Вĕлтĕрене çул-йĕртен аякра, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнсенче, тĕслĕхрен вăрманта, пуçтармалла.

Интереслĕ факт: Англире вĕлтĕрентен вино хатĕрлеççĕ.

Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă блюдăсенчен пĕри - вĕлтĕрен яшки. Ăна пĕçернĕ вăхăтра витаминсене сыхласа хăварас тесен ÿсентăрана яшка пиçес умĕн çеç ямалла. Çавăн пекех çамрăк вĕлтĕрене тĕрлĕ салата хушма пулать. Унччен ăна вĕри шывпа пăшăхласа илмелле.

Çак усăллă ÿсентăрана хĕлле валли те хатĕрлеме пулать. Ăна типĕтмелле, шăнтса хумалла е тăварламалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика