Пыратăп Мăньял Хапăс урамĕпе утса. Мана курсан паллакан кинеми ыталаса илчĕ те йĕрсе ячĕ.
«Ах, тăхлачă, питĕ йывăр пурнăç ватăлсан», - терĕ. «Аплах мар пулĕ, кинеми, сирĕн тăвансем ырă çынсем вĕт-ха», - хуравларăм ăна. «Ĕçленĕ чухне пуриншĕн те лайăх, вăйсем пĕтсен урăхла», - ĕнентерме пикенчĕ мана ватă çын.
Çулсем иртрĕç, эпĕ те ватлăх енне кайрăм. Çамрăк чухне виçĕ утаса та çăмăл машинăпа çитеттĕм. Халĕ вара йăлтах урăхла. Яла кайма тухрăм. Спорт комплексĕ патĕнчен иртрĕм, Вăрнар вăрманне кĕтĕм. Кайăксем юрлаççĕ, лăпкă çилĕ питрен çупăрлать. Акă пакша çул урлă чупса каçрĕ, çăханĕ кранклатса вĕçрĕ, улатакка пĕр йывăçа тăрăшсах сиплет, куккукĕ авăтать. Çĕлен туйĕ çул çинех купаланса тухнă, чашкăрса малалла шăвать. Курăк ешерет, çанталăк илемĕпе киленсе утатăп.
Çитес çĕре тата 8 çухрăм тăрса юлчĕ. Çăмăл машинăсем парада тухнă пек сирпĕнсе иртсе каяççĕ. Çĕлен туйне курсан телей пулать тенине илтнĕ-ха эпĕ. Çапла кăна шутларăм - пĕр машина ман ума çитсе чарăнчĕ. Кабина алăкне уçрăм та кĕрсе лартăм. «Эпĕ сире çамрăк тесе лартрăм, тухма ыйтатăп», - терĕ руль умĕнчи яш каччă. Мĕн тăвăн, тухмалла пулчĕ. Чăнах иккен, ватăлсан пурнăç та улшăнать, тăван та паллами пулать. Ĕçлейми пулсан кама кирлĕ ватă çын, çапла-и, вулакансем/
Анюкка аппа. Вăрнар
Апрель 2025 |