Чăваш енри нумай ачаллă çемьери ача тÿлевлĕ вĕренет пулсан çур хакне компенсацилеççĕ. Чăваш ен правительстви компенсаци памалли йĕркепе условисене çирĕплетнĕ.
Ку пуçару 3 е ытларах ачаллă çемьесене финанс енчен пулăшас тата регионта пахалăхлă пĕлÿ илмелли майсене ÿстерес тĕллевлĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн, нумай ачаллă çемье вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенчи е вузсенчи тÿлевлĕ вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсен çур хакне пĕр ачашăн саплаштарма пултарать. Патшалăх пулăшăвĕпе Чăваш Республикинче вырнаçнă организацисен студенчĕсем çеç усă курма пултараççĕ.
«Эпир çитĕнекен ăру умĕнче хамăр яваплăха туятпăр, нумай ачаллă çемьесен финанс тиевне çăмăллатма чылай мера йышăнтăмăр. Çемьесен ырлăхĕшĕн тăрăшасси пирĕн регион политикин пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри», - палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çăмăллăха «Çемье» наци проекчĕн тытăмĕнчи «Нумай ачаллă çемье» федераллă проект тĕллевĕсене пурнăçланă май вăя кĕртеççĕ.
Апрель 2025 |