Республикăрах юласшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2025, 08:56 Просмотров: 215

Чăваш енри шкулсенчен вĕренсе тухакансен 80 проценчĕ хамăр республикăрах аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ.

Çапла хурав панă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 6-мĕш хут ирттернĕ пресс-конференцире.

Ыйтăва хускатакансем шăпах çамрăксене хамăр регионтах професси илме илĕртмелли майсемпе кăсăкланнă.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2020-мĕш çулта яш-кĕрĕмĕн 60-70 проценчĕ Питĕре, Мускава, Хусана талпăннă. Çакă малтанласа вĕсем Чăваш енри аслă шкулсенче паракан пĕлÿ шайне тишкерменни.

Халĕ студентсене тĕрлĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, малашнехи çул-йĕре палăртма, ĕç вырăнĕ тупма пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика