Активлă хутшăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2025, 08:56 Просмотров: 168

Республикăн «Время СВОих» вĕрентÿ программи хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Чăваш ен правительствин министрĕсем çак программăн наставникĕсем пулĕç.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне конкурса хутшăнмалли тапхăр вĕçленнĕ. Пĕтĕмпе унта республикăран тата 25 регионтан 388 заявка тăратнă. Пĕрремĕш тапхăра 292 СВО участникĕ тухнă. Олег Николаев республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, вĕрентÿ процесне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăк пĕтнĕ çĕре вĕçлемелле. Участниксем стажировка тухĕç, курс пĕтернине çирĕплетекен диплом илĕç. Малашне вĕсем патшалăх тата муниципаллă влаç системинче, партнер предприятийĕсенче вăй хума тата патриотла воспитани парас ĕçре тăрăшма пултараççĕ.

Владимир Путин Президент хушăвĕпе «Время Героев» программăн аналогĕсене Раççей регионĕсенче активлă вăя кĕртеççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнчен килнĕ çар çыннисен адаптаци тапхăрне çăмăллатса вĕсене патшалăх тата муниципаллă органсенче ĕçлеме хатĕрлес тĕллевлĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика