Шкул хăйтытăмлăхĕн хастарĕсен конкурсĕ талантлă, мал шухăшлă, хăюллă та пултаруллă çамрăксене виççĕмĕш хут пуçтарчĕ. Хальхинче «Çулталăк лидерĕ» Аçăмçырминчи вăтам шкулта иртрĕ.
Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраççĕ вĕсем, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ, тантăшĕсемпе, пĕр территорире пурăнакансемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, волонтер ĕçĕнче, спорт ăмăртăвĕсенче палăраççĕ, çутçанталăка сыхлаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ... Пĕрлештерсе шăпах çапла хаклама пулать кăçалхи конкурс хутшăнуçисене. Вĕсем - Вăрнарти 1-мĕш шкулти Екатерина Гаврилова, 2-мĕш шкулти Дарья Семенова, Аçăмçырми шкулĕнчи София Воинова, Мăн Явăш шкулĕнчи Милена Кириллова, Калинино шкулĕнчи Глеб Иванов, Ярмушка шкулĕнчи Мария Кроткова, Кÿстÿмĕр шкулĕнчи Кристина Ерлыгина, Хапăс шкулĕнчи Мария Прохорова тата Малти Ишек шкулĕнчи Яна Никитина. Чылайăшĕн кунта тупăшас опычĕ те пур ĕнтĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2025 |