1886 çулхи май уйăхĕн 1-мĕ-шĕнче Америка çĕршывĕн Чикаго хулинчи пысăк заводсемпе фабрикăсенче тăрăшакан халăхсем хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсене хирĕçле урамсене ялавсем йăтса тухса пысăк манифистаци йĕркелесе янă.
Çав демонстрацинче ĕç халăхĕ хăйсен социаллă-политикăлла прависене хÿтĕлесси пирки туха-туха калаçнă. Çак юхăм кĕçех пĕтĕм тĕнчери çĕршывсенче те хăвăрт сарăлнă. Каярах вара Май уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери ĕç халăхĕн уявĕ пулса тăнă.
Раççейри халăхсем те аякка тăрса юлман. Хĕрлĕ ялавсемпе урамсене тухса патша режимне хирĕçленĕ, хăйсене хÿтĕлеме чĕнсе каланă.
Май уявĕн пĕлтерĕшĕ паянхи кун та улшăнмасть. Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисем пĕр шухăшлă пулнине çирĕплетсе парать.
Совет тапхăрĕнче «Мир! Ĕç! Май!» йыхрава пурте пĕлнĕ. Вăл çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.
Мĕнпур ĕç халăхĕ ирĕккĕн ĕçлеме тата пĕр танлăха шута илсе пыма хăйсен умне тĕллев лартать.
Раççей çĕршывĕнче хальхи вăхăтра та çак праçник, власть çирĕплетнĕ пирки, патшалăх уявĕ шутланать. Ăна Çуркуннепе Ĕç уявĕ теççĕ. Вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерет.
Май уявĕн символĕ - мир кайăкĕ, шурă кăвакарчăн.
Федор КУЗЬМИН
Апрель 2025 |