Çакăн пек ятпа Чăваш енре СВО участникĕсене тата вĕсен çемйисене хÿтлĕх паракан çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртĕç. Ку - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕ.
Акă, ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту малти вырăна тухать. Ăна татса парассипе республикăра патшалăх пулăшăвĕн мерисен пуххине йĕркеленĕ. Вăл СВО участникĕсене меллĕ условисем тата малашнехи ĕç-хĕл суйлавне сĕнме хатĕр. Сăмахран, ветеран ĕçе е хăй тимлекен сферăна улăштарасшăн-тăк, кадр центрĕсем квалификацие ÿстерме, паянхи кун кирлĕ профессие илме е харпăр хăй ĕçне пуçарма пулăшса пыма та пултараççĕ. Унсăр пуçне тата ытти пулăшу мерисем те пур.
Республика ертÿçи çĕнĕ пуçарупа тухнă - вăл ветерансем валли ĕç вырăнĕсем çирĕплетме, мĕнпур работодателе унта хутшăнма сĕннĕ. «Çакă регионшăн çĕнĕ, усăллă практика. Ун майĕпе ĕçпе тивĕçтерекен службăсемпе организаци-предприятисем килĕшÿсем çырĕç. Çавна кура пирĕн салтаксен мирлĕ пурнăçа хăвăртрах таврăнма шанăç пулĕ», - тенĕ вăл Пĕтĕм Раççейри «Работа России» ярмăркка йĕркипе иртнĕ çавра сĕтел вăхăтĕнче.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас мерăсем анлăлансах пынине кура Олег Николаев «Мирлĕ пурнăçа - утăм» регион проектне пуçарма хушнă. «Ку хальхи мĕнпур мерăсене - çемьесене пулăшассинчен реабилитаци таран, вĕренÿрен ĕçе вырнаçасси таран - пĕрлештерекен комплекслă программа пулĕ. Ветерансен ăнăçлă адаптацийĕ валли кирлĕ пĕтĕм майсем туса памалла», - палăртнă вăл.
Апрель 2025 |