Олег Николаев паттăрсен астăвăмĕн акцине старт панă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2025, 09:04 Просмотров: 30

Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа Чăваш ен те Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Пирĕн çемьен Астăвăм кĕнеки» акцине хутшăнать.

Ун йĕркипе Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче патриотла слет иртнĕ. «Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсене сыхласа хăварас енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Патриотла проектсене хутшăнни ачасене Çĕнтерĕве çывхартнă çынсем пирки ытларах пĕлме май парать. Ку акци харпăр хăй çемье историне тĕпчеме, ун паттăрĕсене аса илме, чи кирли - Çĕнтерĕве пурин те астумаллине, пирĕн яваплăха палăртать»,- тенĕ Олег Николаев.

Чăваш ен Пуçлăхĕ хăйĕн асламăшĕ Анна Афанасьевна Николаева пирки каласа кăтартнă. Вăл Сăр чиккинче хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăннă.

Слет вăхăтĕнче темиçе интерактивлă площадка ĕçленĕ: «Шырав юхăмĕ», «Çĕнтерÿ пусми», «Çĕнтерÿ волонтерĕсем», «Пирĕн çемьен Астăвăм кĕнеки», «Çĕнтерÿ чÿречи» мастерской».

Çак мероприяти вăхăтĕнче Олег Николаев «Çĕнтерÿ чÿречисем» акцие те старт панă. Вĕренекенсемпе пĕрле вăл хăй те кадет корпусĕн кантăкĕ çине уяв наклейкисене çыпăçтарнă.

Вăрнар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсем те Аслă Çĕнтерÿ кунне хастар хатĕрленеççĕ. Пуринче те чÿречесене Аслă Çĕнтерĕвĕн символĕсемпе илемлетнĕ.

Округра Май уйăхĕн 9-мĕшне чыслă кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика