Эпир вăйлăрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 15:28 Просмотров: 676

Нумай вăхăт иртрĕ

Çапăçу лăпланни.

Татах пуç çĕклерĕ

Тăшманăн мĕлки.

Халь ывăлсем,

Пичче-шăллăмсем

Каллех юн тăкаççĕ

Çапăçу хирĕнче.

Тĕппипех тасатасчĕ

Тăшмана çĕр çинчен.

Ан пултăр ун йăхĕ

Ĕмĕрсем хушшинче.

Çĕршывăн пуласлăхĕ

Хастар ăрура.

Туслăх, тăванлăх

Çеç пултăр умра.

Пуç хунă çынсемшĕн

Тавăратпăр çавах

Пирĕнпе çук пулсан та

Вĕсем асăмрах.

Тăшман хура юнлă,

Вăл вăрă-хурах.

Çавах çĕнтеретпĕр

Эпир вăйлăрах.

Çут хĕвелĕ çĕкленĕ

Савса тÿпене,

Кашни салтак килтĕр

Çĕнтерÿпе пĕрле!

Людмила НИКОЛАЕВА

Мăньял Хапăс

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика