Мăнаçлă уяв çитет.
Вăрçă чарăнни 80 çул тултарнă тĕле пур çĕрте те тирпей-илем тума тăрăшаççĕ.
Пирĕн Малтикас Ялтăра ялĕн клубĕ патĕнче йывăçсем чылай. Унта çулсерен кĕркунне çулçă тăкăнса хулăмланать. Йывăçсем хушшинче вăрçăра пуçĕсене хунисен ячĕпе лартнă палăк пур.
Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче лавккана кайма тухрăм, клуб таврашĕ патĕнчен иртсе пыратăп. Картара пĕр 10 хĕрарăм ытла, вĕсемпе пĕрле библиотекарь Елена Германова тимлесе çулçăсене кĕреплепе туратчĕ. Пырса калаçмасăр эпĕ, ватă, тÿсеймерĕм. «Маттур волонтерсем, мĕнле ĕлкĕретĕр эсир, çар операцийĕнчи салтаксем валли те сетка çыхатăр, тирпей-илем тума та тăрăшатăр», - терĕм. Пурте ырă кăмăлпа: «Пирĕн библиотекарь ял-йышпа тарават, хăй çумне çынсене туртма пĕлет, эпир ăна хисеплетпĕр, вăл сăпайлă, ырă кăмăллă, çавăнпа пирĕн ĕçлес туйăм вăйланать. Анчах ывăнсан ларса канма сак çук, пĕр икĕ вырăнта туса парсан тем пекех лайăхчĕ», - терĕç. Вĕсемех тротуар хĕррипе чечексем лартса тухнă, палăк патне - нумай çул ÿсекеннисене.
Тепĕр кунне ĕçлеме юратакан маттур арçынсем тухса кун каçипе тăрăшрĕç. Йывăçсене иртсе, пăснă картасене кирлĕ вырăна вырнаçтарчĕç. Çак арçынсемех, тен, клуб картине ларса канма саксем туса пама пултараççĕ-ши/ Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕн Олег Валентинович Петровăн хастарсемпе çыхăнса саксем туса парасси пирки сăмах пуçарсан лайăхчĕ те.
Кăçал май уйăхĕн 9-мĕшĕнче тăшмана çапса аркатнăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем сахалăн. Вĕсем те 90 çултан иртнĕ е çав çула çывхараççĕ. Малтикас Ялтăрара вăрçă ачисем çиччĕн кăна юлнă, Уйкас Ялтăрара пачах çук.
Эпир, вăрçă ачасем, хамăрăн республика Пуçлăхне Олег Николаева тав тăватпăр. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе 5 пин тенкĕ парса хавхалантарнăшăн.
Ĕçчен волонтерсене, ялти маттур арçынсене малашне те çапла ял пурнăçĕшĕн, илемĕшĕн тăрăшма çирĕп сывлăх сунатпăр, Турă вăй-хăват парса пытăр сире.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Май 2025 |