Нимĕнле йывăрлăха та парăнман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 15:30 Просмотров: 34

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тискер çулĕсенче никама та çăмăл пулман. Çĕнтерĕве çывхартас, тăван çĕр çинче ирĕклĕ пурăнас тесе кашниех хăйне шеллемесĕр тăрăшнă. Вăйпиттисем те, ача-пăча та, аслă çулхисем те... Маттур салтаксем алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă, тылра вара, выçăллă-тутăллă пурăнса та, пĕтĕмпех фронтшăн чĕнÿпе кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă. Çак пĕрлĕх пулăшнă та ĕнтĕ ирсĕр фашиста çапса аркатма.

Юнлă вăрçă хирĕсенче арçынсемпе танах хĕрарăмсемпе çамрăк пикесем те харсăррăн çапăçнă тĕслĕхсем сахал мар. Вĕсем те Аслă Çĕнтерĕве туптама пысăк тÿпе хывнă. Çак паттăрсене те манмаççĕ, вĕсене хисеплесе астуса тăрасси ăруран ăрăва куçса пырать.

Санарпуç территори пайĕнче те, акă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Мария Яковлевна Солдатова пирки астăвăма тивĕçлĕ упраççĕ. Вăл - 80 çул каяллахи хăрушă саманана курнисенчен, пире мирлĕ пурнăç парнеленисенчен пĕри.

Вăрçă ветеранĕ 1921 çулта Санарпуç ялĕнчи колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкултах пĕлÿ пухнă, 7 класс вĕренсе тухнă. Шкул пĕтерсен тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ: çамрăк хĕр Вăрнарти сĕт-çу заводĕнче тăрăшнă. Кайран - ялтах уй-хир бригадирĕнче.

Кашни çемьен пурнăçне пуçĕпе улăштарнă вăрçă Мария Яковлевнан кун-çулĕнче та тарăн йĕр хăвармасăр иртмен. Асапне те кăтартнă, вилĕме те пĕрре мар куçран пăхтарнă. Телее, пирĕштийĕ çумрах çÿренĕ, тăшман пульлине унăн пурнăçне татма паман.

Мария Яковлевана вăрçа 1942 çулта илсе кайнă. Мускавра виçĕ уйăх çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн тÿрех - Сталинград хули çывăхне. Кунта ăна зенитпа прожектор полкне çирĕплетнĕ. Фронт пурнăçĕнче çăмăл мар çулпа утса тухма тивнĕ Санарпуç хĕрĕн. Çапăçусемпе Архангельска, Шурă тинĕс патне çитнĕ, Карели фрончĕн йышĕнче тăнă. Вĕсен полкĕ яппун вăрçине те хутшăннă, Байкал шывĕсем урлă каçнă. Хастар хĕре алăран, ураран суранлатнă.

Тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнсан Мария Яковлевна Михаил Платонович Солдатовпа çемье çавăрнă. Мирлĕ пурнăçра та яланах хастар пулнă, колхозра ырми-канми вăй хунă. Çемье пилĕк ачана кун çути панă.

Мария Яковлевнан вăрçăри паттăрлăхĕ те, тивĕçлĕ ĕç-хĕлĕ те палăртмасăр юлман. Йышлă наградисем те çакна çирĕплетеççĕ: «Фронтовик» паллă, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Георгий Жуков» тата ытти медалĕсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика