Салтак ячĕ асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 15:30 Просмотров: 31

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене пирĕн пĕлмеллех. Çултан-çул иртсен те эпир мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ салтаксен ырă ячĕсене асрах тытма тăрăшатпăр. Тăванĕсем те вĕсен паттăрлăхне манмаççĕ. Вăрнар поселокĕнчи ĕç ветеранĕ Елена Сергеева хăйĕн хуняшшĕ Василий Сергеевич Сергеев пирки ăшшăн аса илчĕ. Çемье архивĕнчи Василий Сергеевичăн хăюлăхĕпе паттăрлăхне кăтартакан документсемпе паллаштарчĕ.

Василий Сергеев Кив Мĕлĕшре çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Яш вăхăчĕ хăвăртах çитет. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче çамрăкăн фронта кайма ят тухнă. Вăрçăра çыхăну линийĕн аслă телефонисчĕ пулнă.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе Кивĕ Мĕлĕш каччи хăйне пачах та шеллемен. Чылай наградăна тивĕçнĕ. Ăна 3-мĕш степень Мухтав орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 тата 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе чысланă. Наградăсем тата пур. Жуков медальне, «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тата юбилей ячĕпе панă наградăсене тивĕçнĕ.

Василий Сергеев хаяр вут-çулăм витĕр тухса Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Тăван ене 1946 çулта кăна таврăннă. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. «Вурнарская» строительсен организацинче, зооветтехникумра вăй хунă. Мăшăрĕпе Наталия Федоровнăпа тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Василий Сергеевич 1980 çулта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, унăн мăшăрĕ те шанса панă ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Ăна та «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парса чысланă. Наталия Федоровна «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале те тивĕçнĕ.

Василий Сергеев пурнăç тăршшĕпех правур пулнă. 1981 çулта Орел хулинче иртнĕ вăрçă участникĕсен ветеранĕсен тĕлпулăвне те çитсе килнĕ. Василий Сергеевич 1999 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Паттăрлăх чĕрĕ, теççĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çутă сăнарĕсем ентешĕсен чĕринче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.

Елена

ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика