Чыс та мухтав Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене! Юлашки юн тумламĕччен нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешнĕ паттăрсене!
Çĕн Мĕлĕшри Григорий Федорович Федоров ыттисем пекех çемьепе пурăнма, ачапча çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Анчах та 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче тăшман пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Григорий Федоровăн ытти вăйпитти арçын пекех фронта кайма ят тухнă. Хăюллă та тĕреклĕскер хăраса ÿкмен. «Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - ман тивĕç», - тенĕ. Ăна ăсатма тăванĕсем йышлăн пухăннă. Хăшпĕрисемпе Григорий Федоров сăнÿкерчĕк те ÿкерттернĕ. Пилĕк çулти ывăлĕ унăн чĕрçи çине улăхнă. Урăх вăл нихăçан та ашшĕн ăшшине туяйман. Тăванĕсем те Григорий Федоровичпа ĕмĕрлĕхе сывпуллашнине туйнă-ши/ Фронтовик Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никамапăхăнманлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр тăшмансемпе çапăçнă. Анчах та фашистсен вут-çулăм ункинчен чĕрĕ-сывă тухайман.
Унăн ывăлĕ Николай Григорьевич ÿссен пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнă. Ашшĕ ятне яман. Чылай çул ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшса чыс-хисепе тивĕçнĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Май 2025 |