Çар фельдшерĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 16:04 Просмотров: 23

Иван Егорович Яшнова

(1923–2008)

Палăк çинче ун ячĕ юлнă –

Хушаматпа çеç хыçĕнче:

Ялан малти ретре вăл пулнă

Тăван çĕршывăн вăрçинче.

Салтак Мачамăшра çуралнă,

Кнеç йăхĕнчен Яшнов Иван,

Яш каччă ÿснĕ, аталаннă,

Ĕçĕсенче ятне яман.

Пулни-иртни асра вăранĕ:

Тăван-пĕтен чун ытарми,

Ял умĕнчи Таник арманĕ,

Хумкка пĕви, Павар çырми...

Улатăрта пĕлÿ туптанă:

Кĕтсе илсен Агрыз хули,

Пăравуссем унта юсанă,

Мĕнпур вăй-халĕ – фронт валли.

Каярахпа татах вĕреннĕ,

Çар фельдшерĕ пулса тухсан,

Эвакогоспиталь сипленĕ

Салтаксене, аманнăран.

Çын пурнăçĕшĕн вăл кĕрешнĕ,

Юсанă вăл сурансене,

Сывалнисем каллех пĕрлешнĕ,

Васканă çапăçу хирне.

Ура çине татах тăратнă

Çапса хуçмашкăн тăшмана,

Унтан Монголие ăсатнă

Иван Яшнов старшинана.

Вĕсем Германие çĕнтернĕ

Пур халăх туслă пулнăран,

Япони аллине çĕкленĕ,

Чĕтренĕ пирĕн вăй-халран.

Кĕç мирлĕ пурнăçпа çураçнă,

Вăл таврăннă Чăваш ене,

Хирурги уйрăмне вырнаçнă

Калинино пульницине.

Вăл 44 çул ĕçленĕ

Юратнă, хăнăхнă ĕçре,

Янташсене чылай çĕкленĕ.

Ят-шывĕ ĕмĕр хисепре.

Нурăсра çеç-и халăх илтнĕ,

Хакланă унăн ăс-тăнне,

Ытти районсенчен те çитнĕ

Ятарласа Яшнов патне.

Пĕррехинче илсе килеççĕ

Хĕрпĕрчине комбинатран:

«Пÿрнисене кастарнă, - теççĕ, -

Тăраççĕ çакăнса аран».

- Туссем, мĕскер пуплетĕр эсĕр:

Татса пăрах та çыхса яр/

Камах качча илет пÿрнесĕр...

Çук, ампутаци кирлĕ мар».

Шăнăрсене çыпăçтарать те

Çав Шăнкăрчсен Тамаринне,

Шăммисене пуçтаркалать те

Юсать тăватă пÿрнине.

Ытла чипер учитель хĕрĕ -

Çук, тĕл пулман ун пеккине,

Çулсем иртсессĕн ылтăн çĕрĕ

Вăл тăхăнтартнă пикене.

Вун сакăр çул унран хĕр кĕçĕн...

Мал ĕмĕтпе пурăннăран,

Ĕçленĕ, тăрăшнă пĕр вĕçĕм,

Чун-чĕререн юратнăран.

Яшнов ятне çÿле çĕклеççĕ

Ачисемпе мăнукĕсем,

Ырăпа çеç аса илеççĕ

Паян та Нурăс çыннисем.

Валерий КОШКИН

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика