Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ĕçпе Çуркунне уявĕнче, округ историйĕнче тепĕр паллă пулăм çырăнчĕ - Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче республикăри Ĕç династийĕсен слечĕ иртрĕ. Шупашкар тулашĕнче - пĕрремĕш хут.
Завод яланхиллех хăнасене кĕтсе илме тивĕçлĕ хатĕрленнĕ. Залра кăна мар, слета хутшăнакансене территорине кĕрсенех уяв кăмăлĕ тыткăнланă. Пур çĕрте те таса, ялавсем вĕлкĕшеççĕ, тавралла вара совет тапхăрĕнчи юрăсем янăраççĕ.
Вăрнара çак кун Олег Николаевпа, республика Пуçлăхĕпе, пĕрле сумлă хăнасем чылаййăн çитнĕ: Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов, промышленность министрĕ Сергей Лекарев, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, ыттисем.
Тĕплĕнрех хаçатра
Май 2025 |