Аслă Çĕнтерÿпе - авточупу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2025, 16:09 Просмотров: 28

Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлĕ кунне халалласа иртнĕ эрне патриотла мероприятисемпе уйрăмах тулăх пулчĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри хастарсене, мĕнпур территори пайĕсене пĕрлештерекен пулăмсенчен пĕри - Германире службăра тăнисен Союзĕн Вăрнарти уйрăмĕ пуçарнă «Çĕнтерÿ 80» авточупу. Аслă ăрупа мăнаçланнине, ăна тав тунине çакăн пек майпа палăртас тĕллевпе вăл пысăк йыша пуçтарчĕ, авточупăва вăтăр енне машина тухрĕ. Уйрăмах маттуррисем - округри çарпа патриотлăх енĕпе тимлекен обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсем. Çар тумĕсене тăхăнса, транспорчĕсене патшалăх, республика, Çĕнтерÿ ялавĕсемпе капăрлатса вĕсем ирех Вăрнарăн тĕп площадьне пухăнчĕç.

Авточупăва уçнă май, унта хутшăнакансене округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, Вăрнар патриочĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Ярослав Никифоров, çар комиссариачĕн, автоинспекци представителĕсем тата ыттисем саламларĕç. Çакăн пек мероприятисем Çĕнтерĕве туптанă паттăрсен ячĕсене асрах тытассишĕн, вĕсем çинчен çамрăксене каласа парассишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Авточупу Вăрнарти Астăвăм скверĕнчен старт илчĕ. Поселок урамĕсемпе тухнă хыççăн автоколонна ушкăнсене пайланса тĕрлĕрен территори пайĕсене çул тытрĕ. Авточупу участникĕсем кашни ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксене халалланă палăксемпе обелисксем умне чĕрĕ чечексем хунă, паттăр ăрăва тав туса пуç тайнă. Патриотлăх мероприятине вырăнта ачасем те хастар хутшăннă.

Çавăн пекех вăрнарсен делегацийĕ çав кун республикăри авточупу йышĕпе те паллă астăвăм вырăнĕсене çитнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика