...Хĕвел хĕртсе пăхать. Пĕчĕк хĕрпĕрчисем чечексем татнă та вĕсемпе киленеççĕ, ташă çаврăмĕнче çаврăнаççĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем те хаваслă. «Эпĕ тухтăр пулатăп!» - тет пĕри, «Эпĕ - инженер»... Хĕрсемпе каччăсем çутă пуласлăх пирки ĕмĕтленеççĕ, вĕсем çĕнĕ шухăшсемпе çунатланнă. Анчах... Радиоприемникран янăракан хăрушă хыпар ырă шухăшсене вуçех татать... Вăрçă пуçланнă!.. Тăрук таврана хура карă карчĕ... Йывăр «кунсем» тапранчĕç...
Ача-пăча аталану центрĕн, «Рассвет» спортшкулĕн, «Химик» спортклубĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн пĕрлештернĕ номерĕ кашни çынна хумхантарчĕ. Вĕсем юрă-ташă урлă вăрçă çулĕсене, Çĕнтерĕве уçăмлă кăтартса пама пултарчĕç.
Пире, паянхи ăрăва, историлле пулăма аса илниех сисчĕвлентерет те, çĕнтерÿçĕ-ăру çак тискер, вилĕмле тапхăра мĕнле чăтнине, тÿснине калама та хĕн. Тăватă çула тăсăлнă вăрçă çĕршывăмăрти кашни тенĕ çемьене хăйĕн хура аллипе пăвнă. Тăшманпа çапăçма хамăр районтан, ак, 11 пин те 526 çын çĕкленнĕ. Вĕсенчен çурри тăван киле таврăнайман, вĕсене вăрçă вучĕ хĕрхенÿсĕр çунтарнă.
Тĕплĕнрех хаçатра
Светлана ЧИКМЯКОВА
Май 2025 |