Патшалăх пуçаруллă утăм тăвакансене пулăшать. Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви федерацин çĕнĕ «Агромотиватор» гранчĕ тĕлĕшпе заявкăсем йышăнма тытăннă.
Ăна ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, хăйсен бизнесне йĕркелеме шут тытнисене, пулăшас тĕллевпе парĕç. Заявкăсене çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă йышăнĕç.
СВО ветеранĕсем ял территорийĕсенче хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ е конкурсра çĕнтернĕ хыççăн ХФХ-на 30 талăк хушшинче регистрацилесен гранта тивĕçееççĕ. Ăна СВО-ран таврăннисем – çартан кайнисем – çеç илме пултараççĕ.
Субсиди виçи 5 млн тенкĕ таран, унпа производство тата склад çурчĕ çĕклеме, юсама тата модернизацилеме, объект патне коммуникаци çитерме, ял хуçалăх выльăхĕ ?сыснасăр пуçне%, кайăк-кĕшĕк, нумай çул çитĕнекен ÿсентăранăн, çав шутра иçĕм тата хăмла çырлин, хунавне туянма юрать.
Хамăр инф.
Май 2025 |