Шупашкарта çар парачĕ пулнă. 700 ытла çар служащийĕпе 75 техника единици уяв митингне хутшăннă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансене, чи малтан хаклă ветерансене, сумлă праçникпе саламланă, хăйсен çĕршывне вĕçĕмсĕр юратнăшăн чĕререн тав тунă. Вăрçă паттăрĕсене пула пурте ирĕклĕ те никама пăхăнман Раççейре пурăннине çирĕплетнĕ.
Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас йăла-йĕркесене çĕнетес ĕç малалла тăсăлать. «Воин» центрăн тата Чăваш патшалăх университечĕн çар вĕрентÿ центрĕн курсанчĕсем пĕрремĕш хут парада хутшăннă.
Паян, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи пекех, пирĕн çĕршыв тĕнчене ирсĕр тăшмантан хÿтĕлет. Эпир хамăрăн Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн тата мирлĕ пуласлăхшăн неонацизмпа кĕрешекенсемпе мухтанатпăр.
30 пин ытла çын Шупашкарта иртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă.
– Эпир республикăри лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе тухнă хыççăн çынсем ыйтнипе йĕркелеме шутларăмăр. Ку тĕрĕс йышăну пулчĕ. «Вилĕмсĕр полк» ăрусен пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăчĕ. Çакăнта пирĕн вăй! – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Хамăр инф.
Май 2025 |