Тавăрма шутланă-ши?..

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2025, 16:11 Просмотров: 15

Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ 28-ти тата 33-ри икĕ çамрăк арçынна Вăрнар округĕнче пĕлĕшне вĕлернĕшĕн тытса чарнине пĕлтерет.

Следстви органĕсем уголовлă ĕçе арçын виллине пĕвере тупнă хыççăн пуçарнă. Ун кĕлетки çинче сарăмсăр вилнин паллисем пулнă, çакă кайран экспертиза кăтартăвĕсемпе те çирĕпленнĕ.

Малтанхи тĕп верси тăрăх, преступление тума пултарнисенчен пĕрин вĕлернĕ арçын патне малтанах курайманлăх пулнă. Ун чухне те, апрелĕн 27-мĕшĕнчи каçхине, вĕсем юлташĕпе Малти Кăкшăма ун килне çитнĕ, ăна-кăна «уçăмлатма» шутланă. Ÿсĕрскерсем ăна хĕнесе пĕтернĕ, хыççăн арçынна çывăхри пĕве патне илсе тухнă, малалла ватма-çапма тытăннă. Унтан пĕри вăйсăрланнă арçынна шыва чиксе кăларнă, мăйĕнчен пусма пуçланă. Çакăн хыççăн вилнĕ те вăл.

Йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем преступление кам тума пултарнине çийĕнчех тупса палăртнă, вĕсене тытса чарнă. Следователь ыйтнипе уголовлă ĕç тишкерĕвĕ вăхăтĕнче вĕсене суд хупса лартма йышăннă.

Следствин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, тискер ĕçĕн сăлтавĕ - айăпланакансенчен пĕри хăйĕн тăванне 1992 çулта çак пĕверех вĕлернĕшĕн тавăрма шутлани.

Следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ: суд экспертизисене ирттереççĕ, свидетельсенчен ыйтса пĕлеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика