Сăнÿкерчĕке пăхас тенĕ те...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2025, 16:11 Просмотров: 18

Шутлама пултарнă-ши пĕр çирĕм çул каялла интернет уçлăхĕ пире пурне те пуçĕпех çавăрса илессе/ Вăл пулăшнипе пурнăçăн тĕрлĕ енĕ чылай çăмăлланчĕ, паллах.

Анчах сиен кÿрекен самантсем те сахал мар. Сăмахран - паянхи технологисен майĕсемпе усă курса ултавçăсем пуçтахланни.

«Эсĕ мар-и сăнÿкерчĕк çинче/» - çакăн пек пĕлтерÿ килнĕ, акă, пирĕн округри 32-ри арçын патне пĕлĕшĕнчен. Ăна уçса пăхни вара уншăн пысăк çухатăва çаврăннă.

Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мушенниксем арçын телефонĕ çине сиенлĕ программа вырнаçтарнă, ун аккаунчĕпе ĕçлеме май тупнă. Вĕсен киревсĕр ĕçне пула ĕнтĕ вăл 164 пин те 390 тенкĕсĕр тăрса юлнă. Укçана шулĕксем МТС-банкра кредит илнĕ майĕпе çаратнă.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çине-çинех асăрхаттараççĕ: хальхи вăхăтра интернетра та, телефонпа хутшăннă чух та питĕ сыхă пулмалла. Преступниксенчен шар курас мар тесен, çав шутра социаллă сетьсенче, мессенджерсенче килекен иккĕленÿллĕ пĕлтерÿсене те уçмалла мар тата шанчăксăр ссылкăсемпе куçмалла мар.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика