Ултавран çăлса хăварнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2025, 16:12 Просмотров: 15

Мушенниксем çынсене улталаса вĕсем çине пысăк кре-дитсем «çакса» яни çинчен вулама-илтме питĕ хăрушă. Темиçе миллионшар тенкĕ таран парăмсене кĕртсе ÿкереççĕ вĕт. Шар курнисен вĕсене вуншар çул та тÿлесе татма тивет.

Хальхи çĕнĕ технологисемпе усă курнă май, шулĕкĕсене тупса палăртма, укçи-тенкине шыраса илме питĕ йывăр. Апла пулин те ку преступниксене явап тыттарнă тĕслĕхсем те пур.

Акă, банк ĕçченĕсен тимлĕхĕ тата йĕрке хуралçисен оперативлăхĕ Вăрнарти нумай ачаллă амăшне мушенниксен серепине лекесрен çăлса хăварни те пулнă. Çапла майпа ăна укçа-тенкĕ енчен пысăк тăкак курма паман. Ултав схемине хутшăннисенчен пĕрин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суд пăхса тухнă ĕнтĕ. Вăл - Саратов облаçĕнчи 21-ри хĕр.

- Çак преступленилле ĕç 2023 çулхи март уйăхĕнчех пулнă. Вăрнарта пурăнакан хĕрарăм патне пĕр кун палламан çынсем шăнкăравланă. Хăйсен ултавне çакланнине кура, ăна тĕрлĕрен хăратса-илĕртсе пуçне арпаштарнă. Шăнкăравлаканĕсем хĕрарăмпа йĕрке хуралĕн тата банк учрежденийĕсен сотрудникĕсен ятĕнчен калаçнă, ăна пĕр миллион тенкĕ ытла кредит илме ÿкĕте кĕртнĕ. 900 пин тенкине халĕ айăпланнă хĕр счечĕ çине куçарма хушнă. Телее, преступниксен ушкăнĕн укçа-тенке хăйсен кĕсйине чикес ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Перекет банкĕн ĕçченĕсем финанс операцине чарса лартма ĕлкĕрнĕ - шулĕксем пуçтахланнине сиснĕ-мĕн. Преступление хутшăннă Саратоври хĕр хăйĕн айăпне тунман. Унăн счечĕпе усă курнăшăн тата укçа-тенке илсе панăшăн хăйне те «хавхалантарма» шантарнă тенĕ. Суд ăна айăплă тесе йышăннă, çулталăк та ултă уйăхлăх условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, - пĕлтерет Чăваш ен Прокуратурин пресс-служби.

И. ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика