Астăвăма упрасси - пирĕн сăваплă тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2025, 16:12 Просмотров: 632

Малтикас Ялтăрара Ĕç, Çуркунне уявне тата вăрçă чарăннăранпа, тăшмана хăваласа янăранпа 80 çул çитнине чаплăн паллă турĕç.

Шупашкартан килнĕ çар ĕç ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Эдуард Матвеев тата кашни çул ачасемпе «Зарница» ирттерекен Александр Михайлов пĕлтерĕшлĕ уявсене яланах хастар йĕркелеççĕ.

Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Петров митинга пухăннисене сумлă праçникпе саламларĕ. Синкерлĕ саманари йывăрлăхсене аса илчĕ, вăрçă ачисен тертлĕ ачалăхĕ пирки те калаçрĕ. Шел те, ялта ветерансем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те юлмарĕç.

Вăрçă çинчен хам çырнă 8 йĕркеллĕ сăвва вуласа патăм. Вăрçăра пуç хунисен ячĕпе лартнă палăк патне ял-йыш, хăнасем веноксем, чĕрĕ чечексем хучĕç. Хыççăн Кăмпала та Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă праçнике уявлама кайрĕç.

Нина ПАРАМОНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика