Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен хыпарланă тăрăх, çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне аграрисем çурхи культурăсене 14163 га акнă, çав шутра урпа - 6901 г, сĕлĕ - 97 г, тулă - 3830 г.
Выльăх апачĕлĕх культурăсене 1585 га акнă. Тĕшĕлĕх кукуруза 300 га йышăнать, выльăх апачĕлĕх акни - 714 га.
Округри хуçалăхсенче техника культурисене ÿстерессине те тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи куна 844 га акнă, планпа 1824,5 га кирлĕ. Техника культурисен шутне çуллă çарăк, рапс, горчица, йĕтĕн кĕрет.
Çĕрулми 70 гектар ытла лартнă, планпа «иккĕмĕш çăкăра» 300 гектара яхăн çитĕнтермелле.
Май 2025 |