Атăлçи округĕ - аталану центрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.05.2025, 16:13 Просмотров: 26

Ытларикун Атăлçи федераци округне тата Раççей Президенчĕн полномочнăй представительствисене йĕркеленĕренпе 25 çул çитрĕ.

Çак çулсенче Атăлçи федераци округĕ Раççейĕн экономика тата культура аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ центрĕ пулса тăчĕ. Вăл 14 региона пĕрлештерет.

«Çак юбилей - пирĕн пĕрлĕхĕн тата вăй символĕ. Эпир ку округа кĕрекен ытти республика-облаçпе кÿршĕсем кăна мар, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр чăн-чăн команда та. Полпредсем ăнăçлă, пĕлсе ертсе пынипе Атăлçи округĕ пысăк çитĕнÿсем турĕ. Ку - пирĕн пĕрлехи ĕç. Хальхи полномочнăй представителе Игорь Анатольевич Комарова Чăваш ене тĕрев панăшăн тата тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тăватăп. Пĕрле эпир хамăрăн граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевлĕ пысăк пĕлте-рĕшлĕ пуçарусене ĕçе кĕртетпĕр. Атăлçи федераци округĕ вăйлă пултăр, эпир вара - пĕрлĕхлĕ тата пĕр тĕллевлĕ», - тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика