Ытларикун Сĕнтĕрвăрри хулинче чăваш кухнин «Вкусы Чувашии» фестивалĕ ĕçлерĕ. Вăл республикăри чи лайăх кулинарсене пуçтарнă.
Гастрономи фестивалĕн тĕп пулăмĕсенчен пĕри - поварсемпе кулинарсен ăсталăхĕн конкурсĕ. Кăçал унта пĕтĕмпе 17 команда тупăшнă. Чăвашпотребсоюз организацийĕсемсĕр пуçне конкурса Киров облаçĕнчи кооператорсем те хутшăннă.
Калинино райповĕн команди те фестивальтен юлман. Вĕсем хăнасене тата жюрие чаплă апат-çимĕçпе илĕртнĕ: шăрттан, шÿрпе, тултармăш, чăваш сăри, аш-какайран хатĕрленĕ ытти çимĕçсене тутанма сĕннĕ.
- Пирĕн сĕтел патĕнчен фестивале килнисем татăлмарĕç. Пурте пирĕн ĕçе хаклани, апат-çимĕçпе кăмăллă пулни савăнтарчĕ, - пĕлтерчĕ «Огонек» ресторан заведующийĕ Валентина Большакова.
Савăнма сăлтав пур - Калинино райповĕн кулинари маçтăрĕсем конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Валентина Владимировнапа пĕрле фестиваль валли чăваш наци çимĕçне çавăн пекех «Центральное» кафе ертÿçи Галина Арсентьева тата Калининăри «Çавал» кафе ертÿçи Валентина Павлова хатĕрленĕ.
«Вкусы Чувашии» фестивалĕн пĕлтерĕшне палăртса Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев гастротуризма аталантарни республикăна туристсене ытларах явăçтарма пулăшнине палăртнă.
Фестивале хутшăнакансене вара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Ольга Петрова, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ыттисем саламланă.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Май 2025 |