Вăрăм кун-çулăн вăрттăнлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2025, 14:50 Просмотров: 271

Хурăнсур Çармăс ялĕнчи Галина Игнатьевнăпа Василий Мефодьевич Мефодьевсем ултă ача пăхса çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем тунă.

Василий Мефодьевич колхозри яваплă ĕçсене пурнăçланă. Уй-хир бригадирĕ, колхоз председателĕн заместителĕ, хуçалăх заведующийĕ, диспетчер, ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Пенсие тухсан та колхозри ветерансен советне ертсе пынă. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Хисеп грамотисем, Правительствăн чылай медальне илме тивĕçнĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Галина Игнатьевна та ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă: тырă вырнă, çаран çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, çăкăр пĕçернĕ. Пенсие тухас умĕн вара Хурăнсур Çармăс ялĕнче 13 çул почтальонкăра тимленĕ. Ахальтен мар Галина Игнатьевна, Василий Мефодьевич пекех, ял-йышра пысăк хисепре.

Мефодьевсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те хастар çынсем пулса çитĕннĕ. Ултă ачаран пилĕк ывăлĕ - çар çыннисем. Кунашкалли, пĕр çемьери пилĕк ача офицер пулни, округра çук та пулĕ.

Василийпе Галина Мефодьевсем халĕ Хурăнсур Çармăсра иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕсен хăтлă кил-çурт. Картишре чăхсем усраççĕ, пахча тулли çимĕç, сад пахчинче йывăççисем йăтайми улма-çырла çитĕнтереççĕ.

Василий Мефодьевичпа Галина Игнатьевна 70-мĕш çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Кил хуçи 96 çул тултарнă, мăшăрĕ вара 87 çулта. Апла пулин те хăйсене патвар тытаççĕ-ха. Ачисем ăслă-тăнлă çынсем пулса çитĕннĕшĕн чун-чĕререн савăнаççĕ. Ара, мĕнле савăнмăн-ха. Куç тулли ачисемпе 10 мăнукĕ, 8 кĕçĕн мăнукĕ тăтăшах килсе çÿреççĕ, пысăк парнесемпе çитеççĕ, ашшĕ-амăшĕ те вĕсене нихăçан та кучченеçсĕр кăларса ямасть.

Ăмсанаççĕ те, мухтанаççĕ те хурăнсур-çармăссем Мефодьевсен çемйипе. Çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли сахал мар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика