Астăвăм хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2025, 15:00 Просмотров: 586

Ленинград облаçĕнчи Кировск хулинче «Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунă Чăваш çĕрĕн совет салтакĕсем» астăвăм стелине уçнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинграда хÿтĕлеме Чăваш енрен 15 пин ытла çынна мобилизациленĕ, вĕсенчен 5 пин ытларахăшĕ хула çывăхĕнчи хаяр çапăçусем вăхăтĕнче пуçĕсене хунă. 1800 ытла çын «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Ленинград облаçĕн Правительствине чăваш ентешлĕхĕн пуçарăвне ырланăшăн, пулăшнăшăн тав тунă. Хастарсем вара интерактивлă музей та йĕркелесшĕн тата паттăрсем пирки кĕнеке те кăларасшăн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика