Экономика Аслă Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче Чăваш енĕн 2030 çулчченхи тапхăра йышăннă Комплекслă программăна пурнăçлассин тĕп ыйтăвĕсене пăхса тухнă.
Программа 600 ытла инвестици тата 2350 инфраструктура проектне пĕрлештерет. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев унта территорисене аталантарассипе çĕнĕ тата 47 проекта кĕртессине палăртнă.
Олег Николаев Чăваш ен Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче кашни муниципалитетăн харпăр хăй аталанăвĕ пирки мастер-плансем тăратмалли пирки каланăччĕ. Çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе ку программăсене хÿтĕлес тĕллевпе стратегилле сессисем иртмелле. Çакă чăнахах та халăха кирлĕ проектсене çул пама майсем уçĕ. Хальхи вăхăтра муниципалитетсем стратегилле документсем хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
Олег НИКОЛАЕВ,
Чăваш ен Пуçлăхĕ:
- Пирĕн тĕллев - çулталăк вĕçĕ тĕлне республика аталанăвĕн тăнăçлă планне йĕркелесси. Вăл çитес çулхи ăнăçлă ĕçĕн никĕсĕ пулса тăрĕ. Лартнă задачăсене пурнăçлассине кашни уйăхрах тивĕçлĕ хак парăпăр.
Май 2025 |