Май вĕçĕнче, Химик кунĕнче, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 95 çулхи юбилейне халалласа чаплă мероприяти иртмелле. Çавна май предприяти ĕçченĕсем «Август» парка çĕнĕ сăн кĕртессипе ырми-канми ĕçлеççĕ.
Çĕнетÿ ĕçĕсене заводра тимлекенсем уйăх каялла пуçăннă ĕнтĕ. Канмалли кунсенче те кашнинчех вĕсене паркра тăрăшнине курма пулать.
Чи малтанах строительсем сценăна çирĕплетнĕ. Уяв вăхăтĕнче кунта музыка тата çутатакан оборудованисем чылай вырнаçтарĕç.
Химиксен праçникĕнче яланах хăнасем йышлă, кăçал та çаплах пулĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кĕпер сийне çирĕплетессине те пысăк тимлĕхе илнĕ. Хÿмесене, перилăсене, арт-объектсене йăлт сăрласа илемлĕ сăн кĕртнĕ.
Саксене çĕннисемпе улăштарнă çеç мар, вĕсен шутне ÿстернĕ те. Паркри пĕвере вара кĕçех ишекен çĕнĕ фонтан ĕçлесе кайĕ. Ăна юбилей ячĕпе «Звездопад» общество парне вырăнне кÿрет.
Заводăн 95 çулхи юбилейĕн сĕмĕ баннерсенче те аван курăнать. Вĕсем патриотла туйăмпа тулнă. Çавăн пекех вĕсем çинче - ĕç çыннисене, ветерансене хавхалантарнин, спорт аталанăвне пулăшнин тĕслĕхĕсем те вырăн тупнă.
Май 2025 |