Мĕнле тĕрĕс апатланмалла?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.05.2025, 15:04 Просмотров: 159

Онкологи чирне тупса палăртсан пациента унăн пурнăçĕ мĕнле ул-шăнни кăсăклантарать. Паллах, сипленнипе пĕр-лех сывă апат рационне пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ.

Сиенлĕ продуктсене - çуллă сурăх, сысна, ĕне ашне, шашлăка, сосискăна, фастфуда, кондитер изделийĕсене - çиессине чакармалла.

Палăртмалла, тухтăрсем кăштах шăккалат тата фастфуд çинипе сывлăх хавшасах каять тесе çирĕплетмеççĕ. Сăмах сиенлĕ продуктсене тăтăшах апатра усă курни пирки пырать.

Хăшпĕр хими препарачĕсем ăша пăтратаççĕ, аппетита чакараççĕ. Кун пек чухне ятарлă диета кирлĕ.

Пациентăн организмĕ хăрушă чирпе кĕрешет. Сиплев курсĕ чухне хăшпĕрисен кĕлетке виçи те чакать. Анорекси те пулать. Вăй кĕртме чирлисене белокпа пуян апат - фасоль, чăх ашĕ, йогурт, пулă, çăмарта - кирлĕ. Тепĕр пациентсем вара самăр. Вĕсен ытларах улма-çырла, пахчаçимĕç çимелле.

Пылак «газировкăра» тата лавккари сĕткенсенче сахăр чылай. Çавăнпа та шыв, компот, морс ĕçсен лайăхрах. Тухтăр канашĕсене пăхăнни хăвăртрах сипленме пулăшĕ.

Ирина ИРБИТСКАЯ,

Вăрнар тĕп больницин медицина профилактикин кабинечĕн медсестри

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика