«Август» компани Вăрнар ачисене спортăн çĕнĕ тĕсĕнче çитĕнÿсем тума майсем уçрĕ. Юлашки çулсенче «Химик» спортклубĕн çамрăк ишевçисем чылай ăмăртура палăрма пултарчĕç.
Çак кунсенче кăна Никита Тимофеевăн воспитанникĕсем Йошкар-Ола хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Поволжье» лигинче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
Вăрнарсем унта тăххăрăн хутшăннă. Тренер малтанах Юлия Андреева çине пысăк шанăç хунине палăртнăччĕ. Хĕрача çак шанăçа кашнинчех тÿрре кăларать. Вăл ку хутĕнче те баттерфляй мелĕпе ишессипе 200 тата 100 метрлă дистанцире кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.
Ун командăри юлташĕ Александра Орешкина та çурăм çинче 200 тата 100 метр ишсе 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
Ку кăна мар, çак хĕрачасем тата Софья Кудряшова 2-мĕш аслă разряда пурнăçланă.
Маларах «Химик» спортклубĕн ишевçисем Шупашкарта иртнĕ республика турнирне те хутшăннăччĕ. Унта вăрнарсем пĕтĕмпе вунтăватă медаль çĕнсе илнĕччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Май 2025 |