Хамăрăн маттур ентеш - Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав облаçĕнче пурăнакан «Порт Коломна» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев çамрăк спортсменсене çитĕнÿсем тума хавхалантарас тĕслĕхе кăçал та тăсрĕ. Ун парнисемшĕн Вăрнарта иртнĕ турнир хальхинче те ирĕклĕ кĕрешÿ тусĕсене йышлă пуçтарчĕ.
Кавир çине хамăр республикăри тата Тутарстан, Марий Эл, Мордови Республикисенчи 176 спортсмен тухнă. Тытăçусем пуçланиччен вĕсене турнир йĕркелÿçи Владимир Алексеев, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, Роман Алексеев депутат, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, СВО участникĕ Никита Малов, ытти сумлă хăнасем саламланă.
Спорт юхăмне аталантарас ĕçе тÿпе хывакансем чыс-сума тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Тĕплĕнрех хаçатра.
Май 2025 |