Икĕ шкула - грант

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.05.2025, 15:08 Просмотров: 239

Чăваш енри шкулсенче ашшĕ-амăшĕсен сообществисен пуçарăвĕсен конкурсĕпе 26 проект пурнăçа кĕрĕ. Вĕсем пĕтĕмĕшле 22 миллион тенке яхăн премие тивĕçнĕ!

«Ку - цифрăсем кăна мар, вĕренÿ хутлăхне аталантаракан тата ачасемпе çемьесене пулăшма май паракан чăн утăм. Чăваш енри кашни шкулта ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕсем активлă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул Раççей Президенчĕн хушăвĕпе республикăри ашшĕ-амăшĕсен комитетне туса хутăмăр. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсем аван: пирĕн шкулсемпе ашшĕ-амăшĕ хăйсене федераци шайĕнче тивĕçлĕ кăтартрĕç»,- палăртать Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Палăртма кăмăллă - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул та 1 миллион тенке яхăн тата Ярмушка шкулĕ 500 пин тенкĕлĕх гранта выляса илнĕ.

Конкурса вăрнарсем «Пĕлÿ коридорĕпе çулçÿреве» проектсене тăратнă. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе шкулăн картлашка площадкисене илемлетĕç, коридорсене çĕнетĕç, вĕсенче пĕчĕк дивансемпе пуфиксем вырнаçтарĕç, стендсем йĕркелĕç тата ытти те.

Ярмушкасем «Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем çĕр каçмалли турист велопохочĕсем» йĕркелесшĕн. Çакă ачасен тавракурăмне ÿстерессе, хутшăнусене çирĕплетессе шанаççĕ.

Саламлатпăр!

Конкурса Раççей Çутĕç министерстви пулăшнипе «Знание» общество йĕркеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика