Республика территорийĕнче хальхи вăхăтра пушара
хирĕçле уйрăм йĕрке шутланать. Çакă çĕрсем çинче уçă çулăмпа усă курма чарнине кăна мар, йĕркене пăснăшăн яваплăха вăйлатнине те пĕлтерет.
Чăваш енре, акă, çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн 70 ытла çынна явап тыттарнă. Вĕсенчен ытларахăшне - курăк тата çÿп-çап çунтарнăшăн, ыттисене вара хăйсен участокĕсене хытхураран тасатманшăн, çунма пултаракан хытă каяшсен свалкисем туса хунăшăн.
Кăçал çуркунне пуçланнăранпа Чăваш енре çăлавçăсен 100 ытла çутçанталăк пушарĕпе кĕрешме тивнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 190 гектартан та иртнĕ.
Мĕнле штрафсем кĕтеççĕ-ха пушара хирĕçле уйрăм йĕркене пăснăшăн/
граждансене - 10-20 пин тенкĕ*
должноçри çынсене - 30-60 пин тенкĕ*
юридици сăпачĕсене - 400-800 пин тенкĕ.
Хамăр инф.
Май 2025 |