Кĕрленĕ Аслă вăрçă Тăван çĕршывра,
Халăх Çĕнтерĕве шанса кĕрешнĕ.
Кам - вăрçă хирĕнче, кам - тылра
Хăйсен паттăрлăхне кăтартнă.
Иртнĕ вăрçăн юнлă вут-кăварĕ
Кĕлленсе сÿннĕренпе пайтах.
Çук иккен, хăрăхман ун тымарĕ,
Паян кун та алхасать пуçтах.
Афган, Чечня чуна вут хыптарчĕ.
Ку вăрçă иртнинчен хăрушăрах.
Мĕн чухлĕ çамрăк юта выртса юлчĕ,
Этем ылханăвĕ кăлăхах çаплах.
Çĕнтерÿ!!! Сакăрвунă çул пулин те
Пурпĕрех лăпланаймаç-çке тĕнче.
Пултăр Мир!!! Сунатпăр пурне те -
Тăнăç пултăр ялан çĕр çинче!
Эльвира ПЕТРОВА
Мăн Явăш
Май 2025 |